Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2024» акции иртрĕ. Ăна Чăваш чĕлхи кунне, Çемье çулталăкне халалланă. Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенĕсем те Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнчĕç. Пĕтĕм чăваш диктантне 16 ача хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсем Çемен Элкер хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ « Чăваш вăрманĕ» ятлă текста шкулта çырчĕç. Шкул ачисенчен 3-шĕ «5» паллă илчĕ, «4» паллă илекенсен шучĕ 8 пулчĕ, «3» илнисем вара 4 ача.Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!