Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем паян Пĕтĕм
тĕнчери тăван чĕлхе кунне паллă турĕç. Ăна çулсерен нарăсăн 21-мĕшĕнче
палăртаççĕ . Ачасем патне ялти паллă таврапĕлÿçĕ Иванов Анатолий
Иванович килнĕ. Вăл пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, хамăрăн пуян та
илемлĕ, янăравлă та çепĕç чĕлхене упраса хăвармалли çинчен каларĕ. .
«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», - тенĕ чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев. Унăн сăмахĕсемпе килĕшмесĕр тăраймăн, анчах паянхи самана саламачĕ урăхла çаптарать.
Ял
ачисем вырăсланни, амăшĕн сĕчĕпе куçнă чĕлхерен вăтанни, чăвашла
вулама, çырма манса пыни, шел те, пурнăç чăнлăхĕ пулса тăчĕ,- терĕ
Анатолий Иванович