Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕ… Кĕтеснер ял çыннисемшĕн уйрăмах паллă кун. 1919
çулта çак кун, чăваш халăх писателĕ, Василий Степанович Алентей чухăн
хресчен çемйинче кун çути курнă. Кăçал вăл çуралнăранпа 104 çул пулчĕ.
Ял çыннисем хăйсен мухтавлă ентешне яланах асра тытаççĕ. Паян та, юпа
уйăхĕн 16-мĕшĕнче, шкулта ирех В.С. Алентейĕн çуралнă кунĕ пулни
сисĕнчĕ. Шкул ĕçченĕсемпе ачасене ырă сăн-питлĕ Алентей сăн ÿкерчĕкĕ
кĕтсе илчĕ. Сĕтел çинче писатель çырнă кĕнекесем, чечек çыххисем.
Вĕренекенсем, чарăнса тăрса, хăйсен ентешĕ çырнă кĕнекесене алла илсе,
автографĕсене вуласа пăхма пултарчĕç. Уроксем вĕçленсен, пĕрремĕш тата
тăваттăмĕш класра вĕренекенсем музейра пулчĕç. Алентейĕн пурнăç çулĕ,
ĕçĕ-хĕлĕ çинчен М.В.Краснова каласа панине тимлесе итлерĕç. (Сăмах май,
вăл музей ĕçне чылай çул йĕркелесе пырать. М.В.Краснова тăрăшнипех музей
экспонатсемпе çулленех пуянланса пырать.)
- «… 1989 çулхи
мартăн 15-мĕшĕнче, чăваш халăх писателĕн, Василий Степанович Алентейĕн
чĕри тапма чараннă. Мухтавлă ентеш пирĕн хушăра çук пулин те, унăн
кĕнекисем пирĕншĕн, çамрăк ăрушăн, чăваш халăхĕшĕн чăн-чăн пуянлăх. Эпир
В. Алентейпе мухтанатпăр. Вăл Кĕтеснер ялĕн ятне çÿле çĕклерĕ.» - çапла
вĕçлерĕ хăйĕн калавне М.Краснова.