Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче

Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче

Ака уйĕхĕн 18-мĕшĕнче Вăрмар муниципалитет округĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175- çул тултарнă май Чĕмпĕр хулине çитсе курчĕç. Яковлев уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пулни, вăл утнă сукмаксем тăрăх утăмласа çÿрени, кунти сывлăшпа сывлани XIX ĕмĕр вĕçне тавăрчĕ. Çав вăхăтри пулăмсене аса илтерчĕ.

Çул çури пур вĕрентекене те килĕшрĕ. Гимнази, Ленин музейĕ, мăнаçлă атăл, авалхи çуртсем, палăксем нумайлăха аса юлĕç.