Юпа уйăхĕн 16 –мĕшĕнче Чăваш халăх çыравçи Василий Алентей çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Унăн çавра çулне халалласа республика шайĕнчи мероприяти иртрĕ. Мероприяти чăн малтан вилтăпри çинчи асăну саманчĕнчен пуçланчĕ, ун хыççăн В.Алентей ячĕллĕ паркра писателĕн юратнă йывăçне, йăмрасене, лартрĕç. Юбилейĕ ячĕпе ялти культура çуртĕнче савăнăçлă лару-тăру пулчĕ. Çыравçăн кун-çулĕнчи саманчĕсене аса илсе чыслама В.Алентей тăванĕсемпе пĕрле Вăрмар администрацийĕн пуçлăхĕ А.В. Васильев, Вăрмар районĕн пуçлăхĕ М. А.Пуклаков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю. Зорин, «Тăван Атăл» журнал редакцийĕнчен, писатель союзĕн членĕсем, шкул ачисем, ял халăхĕ пуçтарăннă. Ялти шкул ачисем залра ларакансене пурне те В.Алентее халалласа тунă кĕнеке закладкисем парнелесе тухрĕç. Çакă пире пурне те хамăр ентешпе мухтанма, ăна вуласа ăша хывмаллине аса илтерчĕ.
Юратнă çырвçă сăнарĕ яланах асра пулĕ.