В.С.Алентее халалласа

  Юпа уйăхĕн 11-че  Вăрмарти вăтам шкулта 6 тата 7 класра вĕренекенсем пирĕн  музейра  пулчĕç.  8 -мĕш  класра вĕренекен  Андреева В., Федорова Кристина экскурсоведсем вĕсене  музейри экспонатсемпе паллаштарчĕç. Чăваш халăх  çыравçине, пирĕн ентешĕмĕре,  В.С.Алентее халалланă  уйрăм  ачасене ытларах кăсăклантарчĕ. Кунта писателĕн кĕнекисемпе  алçырăвĕсем, сăнÿкерчĕкĕсем упранаççĕ. Василий Алентей  пурнăçĕпе пултарулăхĕ  çинчен ачасем тимлĕ итлерĕç. Музейри тĕлпулу  ачасемшĕн усăллă  иртрĕ.