8-9 мĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев халалне илемлĕ вуласа тишкерчĕç, хакларĕç, пĕтĕмлетусем турĕç. Халалри кашни шухăш паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ, кивелмен. Чăнах та, Яковлев каланисене шута илсен, пирĕн пурнăç илемлĕ те тулли, пархатарлă та усăллă пулĕ. Ачасене Халалри шухăшсем тăван чĕлхене хисеплеме, çемьене упрама, ĕçе юратма вĕрентет. Яковлев сăмахĕсем – чăн-чăн ахах!