Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă Пĕтĕм чăваш диктантне çырма пирĕн шкулта вĕренекенсем те хаваспах хутшăнчĕç. Ăна чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерес тĕллевпе йĕркелерĕç. Диктанта Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче итлесе çырчĕç. Вĕрентекенсем вĕсене тĕрĕслесе пĕтĕмлетÿсем туса парĕç. Çак акцие йĕркелеме пулăшакансене пурне те пысăк тав! Вĕсем пурте чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн çунакан çынсем.