«Пĕчĕк Иванăн пысăк пуласлăхĕ» литература тĕпелĕ

      И.Я.Яковлевăн улăпла хăвачĕпе, пурнăçĕпе, пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ паллашас тĕллевпе «Пĕчĕк Иванăн пысăк пуласлăхĕ» литература тĕпелĕ иртрĕ.  Кĕçĕн класра вĕренекенсем Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн  калавĕсем тăрăх инсценировкăсем кăтартрĕç. И.Я.Яковлева халалланă сăвăсене илемлĕ вуларĕç. 2 –мĕш класра  вĕренекен Иванов Сергей И.Я.Яковлевăн «Манăн пурнăç»  кĕнеки  сыпăкĕпе паллаштарчĕ. «Чăваш халăхне» халала  асра тытса пурăнмаллине çирĕплетрĕç.