И.Я.Яковлев- чăваш халăне çутта кăлараканĕ

 

    Кашни вăхăт хăйĕн улăпла паттăрĕсене çуратать. Чăннипех те кирлĕ самантра килеççĕ тата вĕсем çут тĕнчене. Чăвашсемшĕн çавăн пек çын – Иван Яковлевич  Яковлев. Вăл  тăлăх ÿснĕскер, пĕчĕкренех çĕр ĕçĕн йывăрлăхне тарпа тутанса çитĕннĕ çăпаталлă чăваш ачи, вырăс халăхĕн ырă çыннисем пулăшнипе гимназие ылтăн  медальпе пĕтерсе, университиет сакки çине вĕренме ларса, хваттерĕнче хăй укçипе шкул уçса тата ăна тытса тăрса, унран тăван халăх валли чăн-чăн академи йĕркелеме пултарнă. Çакăн пирки 8-9 класра вĕренекенсем калаçрĕç. 1921 çулта И.Я.Яковлев тăван халăхне халал парса хăварать.  Ачасем халал сăмахĕсене асра тытса пурăнмалли пирки те çирĕплетсе хăварчĕç.