В.Алентее халалласа.

  Юпа уйăхĕн 21 - че Кĕтеснер ялĕнче, чăваш халăх çыравçине, хамăр янташа В.С.Алентее халалласа аллея уçрĕç. Çак кун ял халăхĕшĕн, шкулта  вĕрентекенсемпе  ачасемшĕн, культура ĕçченĕсемпе килнĕ хăнасемшĕн уяв пулчĕ. Аллейăна уçма район пуçлăхĕ А.В.Васильев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.А.Зорин, ботаника сачĕн директорĕ, биологи наукисен кандидачĕ А.В.Дмитриев, ботаника сачĕн сотрудникĕ, хамăр янташ К.В.Самохвалов  килчĕç. Çыравçăн  хĕрĕсем: Нина Васильевнăпа  Елизавета Васильевна аллейăна уçма пулăшакансене пурне те тав сăмахĕ каларĕç. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсем  А.И.Иванов, А.М.Палайтиене, шкул ачисем В.Алентее халалланă сăввисене вуларĕç.   В.Алентей сăвви тăрăх çырнă «Лена партизанка» юрă халăх асĕнче упранни те палăрчĕ.