Василий Алентей - прозаик, сăвăç, критик, публицист. Василий Степанович Алентей 1919-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 16-че Вăрмар районĕнче Кĕтеснер ялĕнче çуралнă. Горький хулинчи Аслă партии шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Литературăри ĕçсемшĕн Халăхсен туслăхĕн орденне тивĕçлĕ пулнă. Район хаçачĕн редакторĕ вырăнĕнче вăй хунă. Чăваш кĕнеке издательствин тата «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ пулса ĕçленĕ. 1983 çулта Халăх писателĕ ята тивĕçнĕ.