ПАТТĂРЛĂХ УРОКĔ.

  Аслă Çĕнтерĕве 72 çул çитрĕ. Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă çынсен йышĕ куллен- кун чакса пырать. Вăрçа хутшăннă паттăрсем çинчен кĕнеке- журналсенчен, кинолентăсемпе видеофильмсенче кăна куратпăр. Шкул ачисем умĕнче паттăрлăх çинчен калаçасси те уроксенче тата класс тулашĕнчи  ĕçсенче кăна пулса пырать. Шел те, паянхи ăрусенчен чылайăшĕ паттăрсен ĕçĕ  çинчен сахал  пĕлеççĕ. Вĕсен   паттăрĕсем  компьютер вăййисенче, Интернетра пурăнаççĕ тейĕн. Камран тĕслĕх илмелле, кампа танлашмалла паянхи çамрăк ăрăвăн? Палăртнă ĕçпе Кĕтеснерти тĕп шкулта туллин ĕçлеме тăрăшаççĕ,ачасен патриотизм туйăмне вăйлатас тесе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ.

     Акă çу уйăхĕнче  Кĕтеснер шкулĕнчен 1993-мĕш çулта вĕренсе тухнă, халĕ  Чăваш Республикин  пушар хуралĕн управленийĕнче ĕçлекен Павлов Андриян Анатольевичпа тĕл пулу иртрĕ  Унпа пĕрле МЧСра ĕçлекен юлташĕсем  Максим Моторкинпа Александр Павлов хутшăнчĕç. Хăнасем шкул пурнăçĕпе паллашрĕç, кунти краеведени музейне çитсе курчĕç.  Вĕсен виççĕшĕн те биографийĕ анлă: Чечен, Дагестан вăрçинче   Косовăри мире йĕркелесе тăракан   контингентра хутшăннă  вĕсем, виççĕшне те  тĕрлĕ орден- медаль парса чысланă. Кĕтеснер каччи,  Андриян  Павлов „За отвагу“   медале тивĕçнĕ.  Ачасем унăн историне пĕлесшĕн пулчĕç, çак аса илÿсем Андриян Анатольевичшăн йывăрпа килчĕç.   

     Пушар хуралĕнче ĕçленисĕр пуçне Максим Моторкинпа Андриян  Павлов Чăваш Республикин  МЧС йĕркеленĕ „Служу Отечеству“ ансамбльте тăрăшаççĕ, тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕ, лауреат ятне тивĕçеççĕ. Вĕсен репертуарĕнче  Тăван çĕршыв, Афган,Чечен вăрçи  çинчен  хывнă юрăсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Халăх вĕсен пултарулăхне йышăннă.Тĕл пулура  вĕсем патриотизмла юрăсем юрларĕç, пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Андриян Анатольевич шкулта вĕреннĕ вăхăтсене   аса илчĕ, кунта вĕреннĕ самантсем пурнăçăн анлă алăкĕсене  уçма майсем  туса пачĕç  тет вăл . Хăйне вĕрентсе кăларнă учительсене  ырăпа аса илсе тав сăмахĕ каларĕ. Шкулта вĕренекенсене тăрăшуллă пулма,умри тĕллеве пурнăçлама ăнăçу сунчĕ.