Ака уйăхĕн 29 –мĕшĕнче пирĕн шкулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕпе Краснов Михаил Николаевичпа тĕл пулу иртрĕ. М.Н.Краснов Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ, тăван шкулта пĕлÿ пухнă. Нумай çул хушши Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. Халĕ тивĕçлĕ канура пулин те вăхăта ахаль ирттермест, кĕçĕн çулхи ачасем валли калавсем çырса пичетлет. Тăван шкула та хăйĕн кĕнекисене парнелесе хăварчĕ. Шкулта вĕренекен ачасене тăрăшса вĕренме пĕтĕм кăмăлтан ăнăçу сунчĕ.