Ака уйӑхĕн 29-мĕшĕ – Чӑваш Республикин символĕсен кунĕ. Чӑваш Республикин символĕсене 1992 ҫулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче ҫирĕплетнĕ, ҫавна кура пирĕн республикӑшӑн, республикӑри пур ҫыншӑн паянхи кун питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кĕтеснерти тĕп шкулта Чӑваш Республикин гимнĕ (сӑвви И.Тукташӑн, кĕвви Г.Лебедевӑн) янӑрарĕ. Пур ача та, вĕрентекенсем те ҫак уява хутшӑнчĕҫ, Чӑваш Республикин символĕсен пĕлтерĕшĕсем ҫинчен калаҫрĕҫ, презентацисем пӑхрĕҫ, Ялаври «Пурнӑҫ йывӑҫне», виҫĕ ҫӑлтӑра палӑртнӑ чухне чӑвашсем пирĕн ҫĕр чӑмӑрĕ ҫинче миҫен пурӑнни ҫинче, тулай чӑвашĕсем камсем пулни ҫинчен чарӑнса тӑчĕҫ шкул ачисем. Чӑнах та, тӑван патшалӑх символĕсенеи хисеплесси – кашни ҫын тивĕҫĕ.