Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхин кунне Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕн 1992 – мĕш çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнă кун уявлама тытăннă.
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе
Эс чи пахи, эс чун уççи.
Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи.