Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, Тăван радио, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ака уйăхĕн 24 – мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнсенчи ял- хулара «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци ирттересси çинчен пĕлтерчĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Эпир те, Кĕтеснерти тĕп шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем палăртнă акцие хутшăнтăмăр. Чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем пурришĕн савăнтăмăр.