Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул пулать. Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче 8 класс ачисемпе паллă поэта халалланă литература сехетне ирттертĕмĕр. Ачасем поэт пурнăçĕпе пултарулăхĕпе паллашрĕç, поэтăн хăш-пĕр сăввисене вуларĕç.
Юлашкинчен Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине вĕрентекен вуласа пачĕ. Чаплă поэта халалланă литература сехетне «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăмахсемпе вĕçлерĕмĕр.