Чăваш халăх поэчĕ Яков Гаврилович Ухсай çырнисем пирĕн литература аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенче чăваш ĕс çыннин кăмăл-туйăмĕ, шухăш-ĕмĕчĕ сăнарланнă. Унăн пĕрремĕш сăвви «Юратрăм эп, хирсем, сире».
Яков Ухсай çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Çак çавра çула халалласа районта «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăвва сцена çинче илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. 5 класра вĕренекен Федорова К., 8 класра пĕлỷ пухакан Сергеева И. сăвва илемлĕ вуласа палăрчĕç.