Чỷк уйăхĕн 15-че районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат 85 çул тултарчĕ. Çак кун Культурăпа кану çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ. Кĕтеснерти тĕп шкулта вĕренекенсем те хаçата «çуралнă кунпа» саламларĕç. Уяв тĕлне стена хаçачĕ çырса хатĕрлерĕç, хăйсем çырнă сăввисене те вуласа пачĕç.