В.С. Алентее халалласа.
Юпа уйăхĕн 16-че чăваш халăх çыравçи, пирĕн ентешĕмĕр Василий Степанович Алентей çуралнăранпа 97 çул çитрĕ. Çак паллă куна халалласа шкулта вĕренекен ачасем писатель пурнăçĕпе пултарулăхне аса илчĕç. Тăван шкул музейĕнче упранакан алçырăвĕсемпе паллашрĕç. Василий Алентей калавĕсенчи сăнарсемпе тепĕр хут тĕл пулчĕç.