Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ.

    Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ -  Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ. Символсем шутне герб, ялав тата гимн кĕрет. Чăваш Республикин Аслă Канашĕ сĕннипе 1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин  Патшалăх гербĕпе ялавне (авторĕ Элли Юрьев) тата гимне ("Тăван çĕршыв", сăмахĕсене И.Тукташ çырнă, кĕввине Г.Лебедев хывнă) йышăннă. Çак символсем патшалăх суверенитетне палăртаççĕ, вĕсен элеменчĕсем халăх пурнăçĕн тата ăс-хакăлĕн енĕсене çутатса параççĕ.

  Людмила Юрьевна Николаева вĕренекенсене  Чăваш Республикин тытăмĕ тата символĕсем çинчен каласа пачĕ, презентаци  кăтартрĕ. Пурте харăс тăрса Чăваш  Республикин  Патшалăх  гимне юрларĕç.