Ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче Кĕтеснерти тĕп пĕлÿ паракан шкулта «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ-2016» пулса иртрĕ. Çак мероприятие Чǎваш патшалǎх гуманитари ǎслǎлǎхĕсен институчĕ, Чǎваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чǎваш наци радиовĕ,Чăваш наци телекуравĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йĕркеленĕ. Унǎн тĕллевĕ – чǎваш чĕлхин пĕлтерĕшне, ят-сумне ÿстересси. Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни хǎвǎн пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли мел те пулса тǎрать. Кǎçалхипе тăваттăмĕш хут иртет вǎл.
Асǎннǎ акци чǎвашсене çутта кǎлараканĕ И. Я. Яковлев çуралнǎ кунпа тĕл килни те ахальтен мар ĕнтĕ. Шǎпах çак кун çулсеренех Чǎваш чĕлхе кунне уявлатпǎр эпир. «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ - 2016» акцие шкулти 17 вĕренекенпе 5 вĕрентекен хутшǎнма кǎмǎл турĕç. Вĕсене пурне те тав сǎмахĕ калас килет. Лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр!