Ака уйǎхĕн 25-мĕшĕ – Чǎваш чĕлхи кунĕ. Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та ǎна çулсеренех уявлаççĕ. Çак кун чǎвашсене çутта кǎлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930) çуралнǎ. И. Я. Яковлев Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кǎнна Кушкинче чухǎн хресчен кил-йышĕнче çут тĕнчене килнĕ. Иван Яковлев тǎрǎшнипе чǎваш тǎрǎхĕнче çĕршер шкул уçǎлнǎ, нумай çын пĕлÿ алǎкне уçнǎ. Ахальтен мар ĕнтĕ паян, çак мухтавлǎ çынна хисеплесе, чǎваш Улǎпĕ тетпĕр.
Пурнǎç пĕтĕмпех тǎван сǎмахран пуçланать. Атте-анне чĕлхи-çке вǎл чǎваш чĕлхи! Кирек ǎçта кайсан та пире тǎван сǎмах вай-хал парать. Темле йывǎрлǎха та çĕнме пулǎшать.
Çакǎ йǎлтах И. Яковлев тивлечĕпе пирĕн куна çитнĕ. Унǎн «Халалĕ» - пирĕн ǎрǎва панǎ пил. Упрар тǎван чĕлхемĕре, вǎл ĕмĕр пултǎр тĕнчере!