Сцена ăстине - 65 çул

   Пирĕн ентеш, Чăваш Республикин халăх артисчĕ, Раççей Федерацин  Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, В.Миттан премии лауреачĕ Василий Иванович Павлов 65 çул тултарчĕ. Çак паллă кунпа сцена ăстине ял халăхĕ, культура ĕçченĕсемпе вĕрентекенсем, шкул ачисем  саламларĕç. Василий Павлов тăван шкулта пулчĕ, музейра хăйне хисеплесе уçнă кĕтеспе паллашрĕ, ачасемпе тĕл пулса калаçрĕ. Унтан ялти клуб çурчĕнче «Çерем çинчи çеçпĕл» ятлă спектакль курни кашни çыннăн чĕрине хумхатса хăварчĕ. Спектакльти тĕп роле вылякан ăста артиста, хамăр ентеше, Василий Павлова   курса  кашни куракан  чунтан  хĕпĕртерĕ,  çав вăхăтрах пăлханчĕ те. 

  Василий Павлов халăха мухтанмалăх, савăнмалăх татах та нумай сăнарсем калăпласса шанас килет.