"Шкул пики" конкурс.

     Ачасен тавра курăмĕпе çыхăнуллă пуплевне аталантарас, халăх умĕнче хăйсене ирĕклĕ тытма хăнăхтарас, хĕрачасем хушшинче чи пултаруллисене палăртас тĕллевпе «Шкул пики» конкурс иртрĕ.  Хĕрачасем  «Паллашу», «Чи лайăх сăвă вулакан», «Манăн пултарулăх», «Чăвашсен техĕмлĕ апачĕ» конкурссенче ăмăртрĕç.  Жюри членĕсем  конкурса хутшăнакан кашни хĕрача  пултаруллă  пулнине  шута илсе  тĕрлĕ номинацире  çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç, грамотăсемпе пĕчĕк парнесем парса чысларĕç.