Кăçал Тăван çĕршывăн аслă вăрçи чаплă çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 68 çул çитрĕ. Хаяр вăрçăра паттăр çапăçса пуç хунисене, сывă таврăннисене, тылра ырми-канми ĕçленĕ çынсене чысласа иртрĕ çак уяв. Митинга шкул директорĕ М.В.Краснова уçрĕ. Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г.Егоров уяв ячĕпе саламларĕ. Шкулта вĕренекенсем сăвăсем вуларĕç, палăк умне чечек çыххисем хучĕç. Пĕр минут шăп тăрса вăрçăра пуç хунисене асăнчĕç.