Юбилей писателя.

Я. Г. Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă "Чăваш кĕсли" интернет олимпида старта тухрĕ. Олимпиада юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче пуçланать, юпа уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать. Ку тупăшура Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче пурăнакан икĕ ÿсĕмри шкул ачисем хутшăнма пултараççĕ: 5-7-мĕш тата 8-10-мĕш классенче вĕренекенсем.

Олимпиада Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн сайтĕнче (http://inset.chv.su.) иртет.

Веб страницăсенче кашни ÿсĕм ушкăнĕ валли 10-шар ыйту пулать.

Ĕçе пурнăçлама 50 минут параççĕ.

Интернет олимпиада икĕ тапхăрпа иртет:

1-мĕш тапхăр: юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен хутшăнакансене регистрацилеççĕ;

2-мĕш тапхăр: юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен регистрациленнĕ хутшăнакансем олимпиада ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ.

Тупăшăва хутшăнакансене пурне те ăнăçу сунатпăр!