Кăнна Кушкинче –çулçÿревре.

                     

     Кăнна Кушки чăваш халăхĕн вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ çыннине кун-çул парнеленĕ пĕчĕк ял.

Ака уйăхĕнче чăваш халăхĕн мухтавлăран та мухтавлă ывăлĕ çуратса ÿстернĕ Кăнна Кушкине çитсе унăн сăваплă çĕрĕ çине пусма пултартăмăр.

    Пире Кăнна Кушки шăп та лăп кăнтăр тĕлĕнче кĕтсе илчĕ çав кун. Пирĕн умра чăваш халăхĕн аслă ывăлĕ çуралса ÿснĕ ял! Ялĕ лапамра ларать пулин те аякранах курăнать. Йĕри-тавра сăрт-ту. Ял  çуммипе юхан-шыв юхса выртать.

  Чăн малтан пирĕн аслă Вĕрентекенĕмĕре чысласа лартнă бронза палăк умĕнче пуç тайрăмăр. Пире музей директорĕ  Пыркин Алексей Александрович ăшшăн кĕтсе илчĕ. Шкулпа музей хире-хирĕç питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă.

   И.Я.Яковлев çуралса ÿснĕ пÿрт вырăнне часовня лартнă. Вăл килен-каян чунĕнче темĕнле сăмахпа çырса кăтартма çук туйăмсем хускатать.

      Кăнна Кушки – паллă çынсемпе пуян ял. Чăвашсен театрне, киноне пуçарса яраканĕ, пĕрремĕш артисчĕ Иоким Максимов-Кошкинский, чăваш халăх поэчĕ Александр Алка, Тихăн Петĕркки çыравçă çуралса ÿснĕ вырăнсене çитсе куртăмăр. Унта асăну хăмисем.

  Çул çÿреврен хавхаланса, ырă шухăш-кăмăлпа пуянланса таврăнтăмăр. Унти сывлăшпа сывлани, урамĕсемпе утни, Кăнна шывĕ çине, пĕчĕк Ванюш тахçан кĕтÿ кĕтсе çÿренĕ Кăнна улăхне пăхса киленни - телей пулчĕ.