Хаклặ вĕрентекенěм

                                    Тавтапуç вẻрентекенẻм.

 

                                                                                   Вặл кặтартрẻ

                                                                                   Чặн сặмахặн хặватне,

                                                                                   Ырặ  ặнтặлу çуратрẻ

                                                                                   Чẻремре ача чухне

                                                                                                         В. Урташ.

 

    Мẻнпур ẻçе çыннặн ặста аллипе çивẻч ặс-хакặлẻ тặвать. Çав ẻçсене çẻклекен çынсен профессийẻсене шутласа кặларма та çук – агроном, летчик, çặкặр пẻçерекен, сутуçặ, çẻр сухалакан, строитель, сặвặç, тухтặр… Пурнặç çулẻ çине вара эпир   вẻрентекен пулặшặвẻсẻр тухаймастпặр. Кашни ачан ặс-тăн ÿсĕмĕнче, тавра курăм аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх туптавĕнче вĕрентекенĕн  тÿпи те пысăк.

    Пур çыннăн та хăйĕн юратнă вĕрентекенĕ пур. Пĕрисем пĕрремĕш  учителе асра тытаççĕ, теприсем пĕр-пĕр предмета вĕрентекене  ырăпа асăнаççĕ. Вĕрентекен тесенех аслă тĕнчен пур илемне, сăнарлăхне пĕрлештерекен хĕвел евĕр çутă та илемлĕ сăнар куç умне ăшшăн тухса тăрать. 30 çула яхăн Кĕтеснерти тĕп шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине  юратма, унăн илемне туйма вĕрентет ăста  та пултаруллă педагог – Надежда Николаевна Владимирова. Унра йăлт пур  - тĕлĕнмелле çепĕçлĕхпе савăклăх, ырă кăмăлпа тараватлăх, çăл куç пек тапса тăракан пултарулăх та. Ачасен вĕренес кăмăлне çĕклет, ырă туйăмĕсене вăратать, вĕсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн аталантарса пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшать.

   Хальхи вăхăтра Надежда Николаевна директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ. Хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа  тата пысăк яваплăха туйса пурнăçлать.

   Хисеплĕ вĕрентекенĕме, ĕçтешĕме  Учитель çулталăкĕпе  тата çывхарса килекен сумлă юбилей ячĕпе чĕререн саламлатăп. Ачасен чĕрисенчи пĕлÿ çулăмне вăйлăрах аталантарма çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿпе тату, юратнă ĕçре ÿсĕмсем, кунсерен ăнăçупа телей сунатăп.